Шупашкарти 165-мӗш ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх 100 ача пахчи шутне кӗнӗ. Ӑна «Тӗслӗх ача пахчи» пек федераци реестрне те кӗртнӗ.
Чи лайӑххисене суйланӑ чухне мӗн шута илнӗ-ха? Вӗренӳ пахалӑхне, инфратытӑма, педагогсен профессионаллӑхне, канӑва мӗнле йӗркеленине тата ачасен сывлӑхне упрама пулӑшакан мероприятисене ирттернине шута илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗлле хурчӗллӗ тата усал арҫынлӑ ача пахчи пур-мӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх.
Унта сӑмах асӑннӑ хулари 16-мӗш ача пахчи пирки пырать. Алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗлле хурчӗсем иленнӗ иккен. Ача пахчин заведующине каланин усси ҫук имӗш. Халӗ вӗлле хурчӗн йӑвине мамӑкпа хупласа хунӑ-мӗн, анчах апла туни пулӑшмасть.
Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн упӑшки, ача пахчинче завхоз тата патник пулса ӗҫлекен арҫын, хӑйне питӗ кӑнттам тытать иккен. Вӑл усал сӑмахсемпе ним мар перекелешет-мӗн.
Пӗтӗм Раҫҫейри "Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ организацийӗ" конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ.
Конкурсра Шупашкарти ача пахчисем те малти вырӑнсене йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Тӗп хулари 11-мӗш, 15-мӗш, 19-мӗш, 162-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем чи лайӑххисен йышне кӗрсе диплома тата медале тивӗҫнӗ.
Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ виҫӗ ҫыншӑн ӗҫленӗ пек укҫа илсе тӑнӑ. Ҫапла ҫулталӑк ҫурӑ пулнӑ.
2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗччен вӑл делопроизводитель тата хуралҫӑ вырӑнне ача пахчинче унччен ӗҫленӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Лешсем вара ӗҫлемен. Заведующи табеле ӗҫ кунӗсене ҫырса пынӑ. Ҫав икӗ ҫыннӑн пенси стажӗ пынӑ, вӗсемшӗн паракан укҫапа вара заведующи хӑй усӑ курнӑ.
Шупашкар хулинчи 176-мӗш ача пахчи умӗнчи тротуар ҫине ҫынсем хӑйсен машинисене лартма тытӑнса кайнӑ.
«Шупашкарти 176-мӗш ача пахчи умӗнчи тротуар ҫинче парковка туса хучӗҫ. Кӳмепе унтан иртсе кайма май ҫук, айккинчен пӑрӑнса ҫӳреме тивет, питӗ мелсӗр. Машинӑсене лартма юрамасть текен паллӑ вырнаҫтарма май ҫук-шим унта?» — тесе ҫырнӑ Телеграми каналсенчен пӗринче.
Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек хыпара Телеграмра ҫырса лармалла мар, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцине систермелле, ун пек тусан транспорт хуҫисене явап тыттарӗҫ.
Муркаш районӗнчи Москакассинче ача сачӗ пулӗ. Проект тинех экспертиза витӗр тухнине ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ. Палӑртмалла: проекта ҫулталӑк ытларах хатӗрленӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл икӗ хутчен экспертиза витӗр тухайман.
Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗтӗмпе – 7 ушкӑн. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, музыка тата спортзал, медицина блокӗ пулмалла. Ача пахчине хальхи йышши сӗтел-пуканпа, аталанмалли пособисемпе, ача-пӑча инвентарӗпе тивӗҫтерӗҫ.
Строительство хӑҫан пуҫланассине пӗлтермен-ха.
Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти ача пахчинче агролаборатори уҫӑлнӑ. Ӑна ял хуҫалӑх производителӗ Сергей Илларионов пулӑшнипе пуҫарнӑ. Усламҫӑ сӗт туса илессипе ӗҫлет.Кунашкал лаборатори республикӑра пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ.
Агролабораторире ачасем ял хуҫалӑхӗпе паллашаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ку проекта республикӑри мӗнпур районти 150 ытла фермер, аграри хутшӑннӑ.
Шупашкарти 151-мӗш ача пахчинче ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Унта веранда хыпса илнӗ.
«PROГород» кӑларӑма халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара 19 сехет те 20 минутра Эгер бульварӗнчи 7-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ ача пахчинче асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне васкавлӑн пырса ҫитнӗ, пушара вӗсем ҫийӗнчех сӳнтернӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакансем ача пахчишӗн кулянаҫҫӗ. Шӑпӑрлансем унта килеҫҫӗ - ушкӑнра вара тумлакан шыва тултармалли савӑтсем лараҫҫӗ. Канмалли кунсем хыҫҫӑн, паян, ача пахчинче ҫавнашкал лару-тӑру пулнӑ.
Унта ӗҫлекен хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ҫурт тӑрринчен тахҫанах шыв анать. 2021 ҫулта унта юсав ӗҫӗсем тунӑ, анчах ҫавах ку ҫивӗч ыйту сирӗлмен.
Раштав уйӑхӗнче район пуҫлӑхӗ патне те, ЧР Вӗренӳ министерствине те пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Анчах нимӗнле улшӑну та пулман. Район администрацийӗ ҫапла ӑнлантарнӑ: ку лару-тӑрӑва шута илнӗ, ҫуркунне юсав ӗҫӗсем тума палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ҫынсем хӗрсе кайсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Ҫав уява пуринчен ытла пӗчӗккисем хавасланса кӗтеҫҫӗ.
Шӑпах вӗсене чӑваш теттипе савӑнтарма шухӑш тытнӑ та Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем.
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ёлка вырнаҫтарнӑ, ӑна чӑвашла теттесемпе капӑрлатнӑ. Тӑван халӑхӑмӑра хисеплесе, унӑн йӑли-йӗркине сума суса хатӗрленӗ ёлка питех те хитре пулса тухнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.